Çĕрпÿ район

администрацийĕ

 

«Михайловкăри

 вăтам шкул»

 пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан учреждении

 

 

 Президент программине   пурнăçласа

 Шкул çулне çитмен ачасен ушкăнĕсем

 Пуçламăш шкул

 Тĕп шкул

 Вăтам шкул

 Шкултан  - профессипе

 Малалли тĕллевсем

 Пирĕпе çыхăнма

 

Сайта шкул директорĕ

В. Ю. Андреев ăсталанă.

Чăваш Республикин Президенчĕн «Çĕнĕ шкул» программине йышăннăранпа 10 çул çитнине халалланă ятарлă сайт

 Чăваш Республикин Президенчĕн «Çĕнĕ шкул» программине йышăннăранпа 10 çул çитрĕ. Вăхăт тĕлĕнмелле хăвăрт иртет. Çак çулсенче мĕн-мĕн тунине, мĕнле ÿсĕмсем патне çитнине кăтартса памалли майсем пурри вара савăнтарать. Вунă çул каялла 2007 çулта чăвашла сайт туса «Çĕнĕ шкул» программăна мĕнле пурнăçланине кăтартса парăн тесе каланă пулсан, паллах, ĕненес те çук. Анчах ку кун та çитрĕ. Вунă çул хушшинче тунă ĕçсем çинчен пĕтĕмпех каласа пама йывăртарахятарласа чылай пысăк кĕнеке çырсан та мĕн калас тенине пĕтĕмпех каласа параймăн пулĕ. Çавăнпа та чи кирли пирки, аса çирĕп вырнаçса ларнă ĕçсем çинчен кăна каласа пама тивет.

Президент программи вĕренÿ системине мĕнлерех чĕрĕ сывлăш вĕртсе кĕртнине кашни утасрах тĕл пулма, курма, асăрхаса ăша хывма пулать. Тен, хăшĕсем пирĕн сăмаха тиркеме пăхĕç. Пирĕн ун пек çынсене çакăн йышши чăвашла сайтсем çине пÿрнепе тĕллесе кăтартас килет. Енчен те Президент программи ĕçлемен пулсан интернетра чăвашла вулас, ачасене чăвашла вĕрентнĕ чухне компьютерсемпе усă курас ĕмĕте сахалтан тепĕр виçĕ çул кĕтме тиветчĕ. Çакăн çинчен тата «Çĕнĕ шкул» программăна пурнăçласа тунă ытти ÿсĕмсем пирки каласа парасшăн та эпир паянхи кун.

Ытти чăвашла сайтсем: Vula - чăвашла вулаттаракан сайт  

ВикипедиИрĕклĕ энциклопедин чăваш уйрăмĕ 

Издательский дом "Хыпар" 

Сhuvash.ru 

Таван самах 

Хыпарсем 

Чăваш халăх пултарулăхĕ 

Чăваш Хит Радио (чăвашла, акăлчанла, вырăсла) 

Чăвашла вĕрентекенсен пĕрремĕш сайчĕ

 

 

Hosted by uCoz