Президент программине пурнăçласа

"Михайловкăри вăтам шкул" директорĕ

Андреев Владимир Юрьевич

Тĕп страницăна таврăнма

 

"Пĕлÿ вăл - укçа тумалли машина". Дональд Трамп, Америка миллиардерĕ.

            Кирек мĕнле ĕç хамăр ума кăларса тăратнă тĕллевсенчен пуçланать. Чăваш Республикин Президенчĕ Н. В. Федоров программи те пирĕн шкулшăн çавăн пек тĕллевсем шутне кĕчĕ. Вунă çул каяллахи пурнăçа нумайăшĕ ас тăваççĕ - нишлĕхе кĕрсе ÿкнĕ вĕрентÿ системи аран-аран сывлатчĕ. Çав самантра Президент нимĕнле йывăрлăха пăхмасăр Чăваш шкулĕ умне мал ĕмĕтлĕ «Çĕнĕ шкул» программа кăларса тăратни Улăпла ĕç пулса тăчĕ. Паллах, пире, куллен-кун ачасене вĕрентес ĕçре вăй хуракансене, ку программа пуласлăх çине урăхла куçпа пăхма хистерĕ. Шкул коллективĕ йышăннă программа та Президент программипе пĕр кĕвĕллĕ пулчĕ: темле йывăр пулсан та малашлăх çинчен шухăшламалла – вăл хăй тĕллĕнех лайăх пуласса кĕтсе лармалла мар.

            10 çул каялла, паллах, паянхи пурнăç шăп паянхи пек пулать тесе никам та шутламан. Шкул умне лартнă тĕллевсем те тÿпери çутă çăлтăр пекчĕ. Анчах та кирек мĕнле ĕмĕте пурнăçлама та унăн çăлтăрĕ кирлĕ, мĕншĕн тесен вăл йывăрлăхра çул кăтартса пыракан, çитмĕл те çичĕ çул кукринче тĕрĕс çул суйласа илме пулăшакан çутлăх пулса тăрать.

Президент палăртнă тĕллевсене пурнăçлама шкул хăй умне çакăн пек задачăсем кăларса тăратрĕ:

1.      Шкул çулне çитмен ачасен вĕрентĕвне йĕркелесси;

2.      Пуçламăш тата тĕп шкулсенчи вĕрентĕве çĕнĕ шая çĕклесси;

3.      Вăтам шкулта уйрăмлăх меслете кĕртесси;

4.      Шкултан вĕренсе тухакансене профессии парасси.

 
Hosted by uCoz