Шкул çулне çитмен ачасен кĕçĕн ушкăнĕнче |
|
Пирĕн
тăрăхра, промышленность предприятийĕсем нумай пулин те, нихăçан та шкул
çулне çитмен ачсен учрежденийĕ пулман. Çакăн пек лару-тăру
вĕрентекенсене уйрăмах пăшăрхантараччĕ. Парта хушшине пуçласа ларакан
ачасен аталанăвĕ пурнăç ыйтнине ниепле те тивĕçтереймесчĕ. Шкула садик
кирли пуриншĕн те паллăччĕ. Пĕртен-пĕр япала – укçа çитменни - кăна ĕçе
тытса тăратчĕ. 2002 çулта районта çак пархатарлă ĕç валли укçа-тенкĕ
уйăрса парсан шкул коллективĕ тытăннă ĕç кирлине район шайĕнче
ăнланнине туйса çанна тавăрчĕ. Финанс ресурсĕсем çителĕклĕ пулманнипе
садик тăвас ĕçе шкул ĕçченĕсем, ял халăхĕ активлă хутшăнчĕ. 2003 çулта
Республика кунĕ тĕлне Михайловкăри вăтам шкул хăйĕн йышне «вĕт-шакăра»
йышăнма пуçларĕ. Унтанпа виçĕ çул иртрĕ. Çак кĕске вăхăт шкул коллективĕ
аталанăвăн тĕрĕс çулне суйласа илнине уçăмлăн кăтартса пачĕ.
Çулсерен 40
ачана йышăнса пуçламăш классене килекенсен аталау шайĕ палăрмаллах
ÿстернĕрен кăна мар – пирĕн опыта шута илсе тăван Çĕрпÿ районĕнче тата виçĕ шкулта садиксем
ĕçлеме пуçланăран та. Шкул çулне çитмен ачасен пурнăçне эпир ятарласа хатĕрленĕ фотоальбомра тата видеофильмсенче курма пултаратпăр. |