Шкултан профессипе

Мускаври уçă педагогика университечĕн Шупашкарти филиалĕн информатика кабинетĕнче

 Тĕп страницăна таврăнма

"Вĕренни мулран хаклă". Ваттисен сăмахĕ.
Хальхи саманари нумай професси компьютерпа çыхăннă. Çавăнпа шкултан вĕренсе тухакан кашни ачана ку кăткăс техникăна алла илме хăнăхтарассине эпир хамăрăн тепĕр тĕп тĕллев тесе шутлатпăр. Ку ĕçре пире М. А.Шолохов ячĕллĕ Мускаври уçă педагогика университечĕн Шупашкарти филиалĕн директорĕ Валерий Александрович Алексеев чылай пулăшрĕ. Унăн пархатарлă ĕçĕ пирĕн шкултан вĕренсе тухакан кашни ачашăн пысăк телей: юлашки шăнкăравччен темиçе кун маларах вĕсем акăлчан чĕлхи пĕлекен ПЭВМ операторĕн удостворенине алла илеççĕ. Икĕ çул вĕренсе пухнă пĕлÿ вара вĕсене кулленхи пурнăçра тăтăшах пулăшса пынине кăтартакан тĕслĕхсем çулсеренех тупăса пыраççĕ. Çакă вара ачасене анчах мар, вĕсене вĕрентекенсене те хавхалантарса пырать. Шкултан вĕренсе тухнисем хушшинче хăйсен пĕлĕвне асăннă унверситетра пуянлатма тĕв тунисем те самаях.
Hosted by uCoz