Вăтам шкул

"Эпир хамăр çула тупнă"

Тĕп страницăна таврăнма

"Пĕлмен çыншăн çул нумай". Ваттисен сăмахĕ.

Шкултан вĕренсе тухиччен кашни çын умĕнчех пĕр ыйту, пуç ватмăш ыйту тăнă: «Малалла ăçта вĕренме каймалла, мĕнле професси илмелле?» Хальхи ачасене тата йывăртарах: çĕнĕ пурнăç юхăмĕ илсе килнĕ профессисем питĕ йышланса кайрĕç, кашни шкултах компьютер тата интернет пурри профессии суйлавне тата та йывăрлатать. Çав самантра, паллах, шкул тата унăн ĕçченĕсем ачасен асапне çăмаллатма, вĕсене профессие тĕрĕс суйласа илмешкĕн пулăшма тивĕçлĕ. Шкул программинче ку ĕç коллектившăн чи кирлисенчен пĕри пулса тăчĕ. 2003 çултан пуçласа аслă классене профиль мелĕпе усă курса вĕрентме пуçăнтăмăр. Вĕрентĕве çакăн пек йĕркелени мĕнле ÿсĕмсем тума пулăшнине эсир ятарласа хатĕрленĕ презентацире курма пултаратăр. Юлашки виçĕ çул хушшинче шкулта информатикăпа математика, вырăс чĕлхи тата технологи профилĕсем пулчĕç. Çĕрпÿ енти ытти шкулсенче те профиль класĕсем йĕркеленнĕ май пирĕн ĕç опычĕпе районти шкулсен директорĕсем, вĕсен вĕренÿ енĕпе ĕçлекен çумĕсем, информатика тата чăваш чĕлхи учителĕсем килсе паллашрĕç.

 
Hosted by uCoz