Тĕп шкул

"Компьютер та калаçтăр чăвашла!"

Тĕп страницăна таврăнма

"Вĕрен явма та вĕренни кирлĕ". Ваттисен сăмахĕ.

Информатика хатĕрĕсемпе ытларах усă курмалла, уйрăм вĕрентÿ меслечĕсене ĕçе кĕртмелле – çакăн пек тĕллевсем лартнăччĕ коллектив хăйĕн умне 10 çул каялла. Мĕн тума ĕлкĕртĕмĕр-ха эпир çак çулсенче. Каялла çаврăнса пăхсассăн – сахалах мар. Пĕрремĕшĕ, тĕп шкулти пур класс та информатика вĕренет. Иккĕмĕшĕ, чăваш чĕлхи урокĕсем валли ятарласа компьютерпа усă курмалли материалсемпе программăсем хатĕрленĕ. Чăваш Республикин вĕренÿпе çамрăксен политикин министерстви çак пархатарлă ĕçе тивĕçлипе хакларĕ темелле – пухăннă материалтан пысăк пайне республикăри ытти шкулсене çитерме икĕ диска калăпласа пичетлесе кăларчĕ (ÿкерчĕк çинче эсир вĕсен авторĕ В.Ю. Андреев Чăваш Республикин вĕренÿ тата çамрăксен политикин министрĕн çумне С. В.Петровăна 5 классем валли кăларнă дисксене парнеленине куратăр).

Виççĕмĕшĕ, 2005 çултан пуçласа шкул ачасене уйрăм меслетпе вĕрентес йĕрке çине куçма пуçларĕ.

 
Hosted by uCoz