Шкул çулне çитмен ачасен ушкăнĕсем

Шкул çулне çитмен ачасен кĕçĕн ушкăнĕнче

Тĕп страницăна таврăнма

"Ачасăр пурнăç - калчасăр уй-хир". Ваттисен сăмахĕ.
Пирĕн тăрăхра, промышленность предприятийĕсем нумай пулин те, нихăçан та шкул çулне çитмен ачсен учрежденийĕ пулман. Çакăн пек лару-тăру вĕрентекенсене уйрăмах пăшăрхантараччĕ. Парта хушшине пуçласа ларакан ачасен аталанăвĕ пурнăç ыйтнине ниепле те тивĕçтереймесчĕ. Шкула садик кирли пуриншĕн те паллăччĕ. Пĕртен-пĕр япала – укçа çитменни - кăна ĕçе тытса тăратчĕ. 2002 çулта районта çак пархатарлă ĕç валли укçа-тенкĕ уйăрса парсан  шкул коллективĕ тытăннă ĕç кирлине район шайĕнче ăнланнине туйса çанна тавăрчĕ. Финанс ресурсĕсем çителĕклĕ пулманнипе садик тăвас ĕçе шкул ĕçченĕсем, ял халăхĕ активлă хутшăнчĕ. 2003 çулта Республика кунĕ тĕлне Михайловкăри вăтам шкул хăйĕн йышне «вĕт-шакăра» йышăнма пуçларĕ. Унтанпа виçĕ çул иртрĕ. Çак кĕске вăхăт шкул коллективĕ аталанăвăн тĕрĕс çулне суйласа илнине уçăмлăн  кăтартса пачĕ. Çулсерен 40  ачана йышăнса пуçламăш классене килекенсен аталау шайĕ палăрмаллах ÿстернĕрен кăна мар – пирĕн опыта шута илсе тăван Çĕрпÿ районĕнче тата виçĕ шкулта садиксем ĕçлеме пуçланăран та.  

Шкул çулне çитмен ачасен пурнăçне эпир ятарласа хатĕрленĕ фотоальбомра тата видеофильмсенче курма пултаратпăр.

Hosted by uCoz